пут - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
, пот, тонуть; погружаться; вязнуть. Изамб. Т. Унтан вара салми путиччен вĕретеççĕ. Альш. Хăшĕнче пулă тытаççĕ, хăшĕ (озера) ахаль кăна шывланса путса-йӳçсе выртаççĕ. Янтик. † Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. N. Кашни кун темиçе пăру путса ларатчĕ, ĕнесем те путкалатчĕç. N. Унта юшкан пĕр аршăн путатчĕ. N. Сăрана путса вилнĕ. Утонул в пиве; ТХКА. Унăн тăпри пĕтĕмпех путса аннă, те лайăх таптаса тултарман шăтăкне. Ăна та купаласа хăвартăм. Баран. 43. Йытти (упомянутая) вуннă-вунпĕр сиксенех юр çине путса ларать. Илебар. Ку мĕншĕн путмас-ши? тесе пĕшкĕнсе пăхрĕ, тет. Альш. Анчах çуркуннесенче вăл кӳлĕсенĕн тĕпĕсем (места бывших озер) путакан пулаççĕ. N. Кĕсем Атăла путса вилнĕ, тет. Орау. Эрекене путса вилчĕ. К.-Кушки. † Путса-шăтса лармашкăн, ытах çук çын ачи мар. Шел. 52. Сутуçисем хăвăртах укçа çине путаççĕ. Кĕвĕсем. Элшел хĕрĕ ӳсет-çке, кĕмĕл айне путат-çке. Мертлĕ хĕрĕ ӳсет-çке, тăхлан айне путат-çке. || В перен. знач. Кан. Киле çитрĕм те, шухăша путрăм (погрузился в думы). || Ввалиться; образовать ямочки. ЧС. Пĕтĕмпе куçĕсем путса анчĕç. Полтава 44. Путса ларнă ват куçа... N. Пит-çăмарти путса кĕрет кулнă чух. При улыбке на щеках появляются ямочки. Скотолеч. 32. Çав шатрасем (оспины) хăмпă пек хăпарса каяççĕ те, тăррисем путса тăраççĕ. || Проваливаться. Орау. Çӳреме çук ĕнтĕ халь, çул путать, аран-аран аштарса çитрĕм (весною). || Провалиться, деться. Орау. Таçта кайса путрĕ ĕнтĕ. Куда-то ушел и не идет, «провалился». Пустел. Кайрĕ те путрĕ. Ушел и запропал. || Быть заглушенным. Капк. Хĕлип кĕçĕ айне путнă, ăна та хăварас мар. Яргуньк. Улми (картофель) çом айне потнă (заглушен сорной травой). Ск. и пред. 102. Çула пулсан, çав çуртсем йывăç ăшĕнче путаççĕ.