путаркăç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пударгы̆с'), грузилка, вилки рыбаков для погружения и направления шестов с веревкой невода при подледной рыбной ловле; особый шест у рыбаков с воронкообразной посадкой в конце, употребляемый для пугания в воде рыбы (ботало). Альш. Тетелĕ карсан, пулла путаркăçпа хăратаççĕ, вăл вăрăм авăрлă, вĕçне хăвăл тăваççĕ. Шыв çинче ханкăрт-ханкăрт тăват. Ib. Алла путаркăç тытса, путаркăçпа шыва шампăр-шампăр тутарса, пулăсене курăк айĕнчен тетелĕ патнелле хăваласа пыраççĕ. Ib. Путаркăçа ăна вăрăм çинçерех шертерен тунă. Шерте вĕçĕнче йываçранах варункка евĕрлĕрех туса тăхăнтарса лартнă. Вăл варункка пекки пĕр икĕ шите яхăн пур. Ăна, çурăлса каясран, икĕ вĕçĕнчен те тимĕр кăшăл çаптараççĕ. Çав путаркăçа шыва чикеççĕ те, вăл, хăвăлскер, панкăрт! туса путат: таçта илтĕнет унăн сасси; шыв тĕпĕнчи пулăсене хăратат, тет, вăл çапла. Сред. Юм. Шыв çинче потман япалана потаркăç хорса потараççĕ.