путь - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

путь

, поть, (пут', пот'), наверное, вероятно. Арçури. Путь ухмаххи тапранать, юмах ярать — юптарать. Мусир. Ай-хай тантăш Анна пур, путь уйăрăлса каять поль. (Путь — наверное, с усиленным ударением). ЧП. Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каять пуль. Лашм. Путь карĕ пулĕ Хусана. СПВВ. Х. Путь, путех çапла пулĕ. Малды-Кукшум. Ай, ман ĕнер аслатте çухалнăч, путь çавна тытнă пулĕ (поймали). Сред. Юм. Путех, наверное. НТЧ. Çав хĕрарăмсем: путех çав Ваçан ячĕпе çыхнă пулĕ, мĕн пулин те пулать, ун ячĕпе тунă пусан, хĕр чĕрĕлĕ те, хамăрах сăвап пулĕ, тесе салтса янă. Женщины в лесу нашли согнутое дерево и развязали его, думая, что от этого порча, поразившая дочь Ваçан'а, пройдет. Янш.-Норв. Çав вăхăтра малти чӳрече çине вĕри кĕл сапма астуман, путех çавăнтан пулĕ-ха ку, терĕ. (В окно влез упăр и пристал к парню). Абыз. Путех кăна Климка вăрланă пуль. N. Путех таврари ялсем тасатса килсе пирĕн пусса тăкрĕç пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150