пух - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пух), собирать, набирать, прибрать, копить. К.-Кушки. † Çырла пухах кай, шăллăм; аппа юлать тиейсе, йĕре-йĕре кай, шăллăм. Юрк. Мĕншĕн тесен хысна эрехшĕн акциз укçи нумай пухат. Баран. 200. Пĕр уйăхра 300 пин салтак пухса тăратнă. N. Вăрмана çитсен эпир пурте çырла пухма пуçларăмăр. Якейк. † Çăка шулчи çӳçĕм порч, кĕрхи çилпе вĕçесрен, пичи касса хоринччĕ. ТХКА 55. Эсĕр тутă, эсĕр укçа пухса, эсĕр юман касса, Кармăша кайса сутаттăр. О сохр. здор. 40. Çавăнпа лаша хӳрисене ахаль касса пăрахса сая ярас пулмасть, ялан пухса хума кирлĕ. Ст. Шаймурз. † Пирĕн çамрăк ятсем ял çинче, пухса илейĕттĕм — ял аслă. || Делать оборы. Бур. † Хăмаç кĕпе тăхăнаймăп, аркине-çаннине пухаймăп.