пушă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.