пӳлĕççи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пӳл'э̆с'с'и), назв. второго божества (после турă). Сред. Юм. Пĕррĕ тôрăпа пулĕççи праçник кôнĕ тĕнчери çынсĕм мĕнле порăннине пăхса çӳреме тохрĕç, тет. Пырсан-пырсан, пĕр арăм кĕпе çунине кôрчĕç, тет. Пӳлĕççи: вăй патăр сана! терĕ, тет. Тôрă, пĕр сăмах та чĕнмесĕр, иртсе кайрĕ, тет. Тăта тепăртак кайсан, пĕр качча кайман хĕр: ах торă! тесе, йĕре-йĕре çĕр айне ача пытарнине корнă, тет. Торă: пит вилес пикех ан тарăх, ачам, тесе каларĕ, тет. Çав хĕртен пăртак иртсе кайсан, пӳлĕççи торра: мĕншĕн эсĕ çак аскăн хĕре çавăн пик япатса сăмах каларăн, паçăрхи ĕçлекен арăма пĕр сăмах та чĕнмерĕн? тесе каларĕ, тет. Тôрă каларĕ, тет: паçăрхи арăм мана хисеплемесĕр пăраçник кôнĕ кĕпе çăвать, кô хĕр, аскăн ĕç тунă пôлсан та, кашни сăмахра: ах торă! тесе, мана тархасласа чĕнет, çавăнпа эпĕ леш арăма сăмах та чĕнмерĕм, кô хĕре самăх каласа йăпатрăм, тесе каларĕ, тет. (Из сказки).