пăлтăр-палтăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-п¬алды̆р), подр. движению или падению (о большом по телу человеке или длинном). N. Пăлтăр-палтăр йăванса карĕ. Якейк. Çырмаялла пăлтăр-палтăр, пăлтăр-палтăр туса йăванса карăм. Яргуньк. Кусен луткисам хире хирĕç çапăнчĕç, тет, леш вилнĕ çынни пăлтăр-палтăр шыва тăрăнса анчĕ, тет. Е. Орлова. Ача пăлтăр-палтăр йăванса карĕ (здесь больше движения, чем, в пăлт-палт). N. Пĕчĕк ача урапа çинчен пăлтăр-палтăр çавăрăнса ӳкрĕ. || Ск. и пред. 91. Тапхăр-тапхăр çил килет, пăлтăр-палтăр çавăрса.