пăнтăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
заплесневеть, испортиться. О сохр. здор. Йăлт пăнтăхса çĕрсе кайнă пулла çиес пулмасть. Ib. Анчах тĕпсакайĕ аяккисенче усал, ăнман, пăнтăхакан, çĕрекен тăпра ан пултăр. Хурамал. Çăккăр пăнтăхнă (заплесневел). Слеп. Пăнтăхса кăвакарса ларать. Питушк. Чĕрле капан (стог) тусассăн пăнтăхат (гниет в стогу). СПВВ. АС. Пăнтăхнă — кăмпаланса кăвакарнă. Ст. Чек. Унăн тăваралă çăвĕ (маленькие сырцы с маслом) пăнтăхса кăвакарса кайнă. Тускел. Çăмарта пăнтăхнă (протухло). Сред. Юм. Кив сăра малтан шăркаланать, вара кăмăскать, кайран вара чысти пăнтăхсах каять те, ĕçме те йорамас. СПВВ. Пăнтăхса ларнă, заплесневело. КС. Пăхăр укçа, çĕр айĕнче выртсан, пăнтăхать. Якейк. Пирн нӳхрепри пичкесем пĕтĕмпех пăнтăхса ларнă, халях кăларса тасатас полать. || В перен. смысле. N. Антон антăхнă, арăмĕ пăнтăхнă. (Сӳткеленчĕк). Зап. ВНО. Пӳртре ларсах пăнтăхрăн эсĕ! Сёт-к. Çăт-касси çăтăхнă, арĕм тоти тотăхнă, ачи-пăчи пăнтăхнă (так насмехаются над сёткасинцами). Кан. Э-э-э... хăнтăласем! Ни ĕçлени, ни пурăнни çук сирĕн... пăнтăхнăсем!