пăр-сăмса - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-за), северо-северо-запад (т. е. между севером и северо-западом). Тиханьк. Пăр-сăмсари çил (северо-северо-западный ветер) полсан, çанталăк сивĕ полать. || Север. Питушк. Паян сивĕ, пăр-сăмсаран (с севера) çил вĕрет. Якейк. Çил паян пăр-сăмсаран вĕрет. Торп-к. Çорçĕр ен (пăр-сăмса), север. Персирл. Пăр-сăмсаран çил вĕре пуçларĕ. Мыслец. Пăр-сăмса енчен çил вĕрет (с севера). N. † Пăр-сăмсаран çил вĕрсен, лопашкари шу шăнат; хыттăн сăмах калаçсан, пирĕн юлташ сивĕнет. || Северо-восток. Яргуньк. Пăр-сăмсаран вĕрет. Дует с северо-востока.