пăсăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пы̆зы̆к, пŏзŏк), испорченный, сломанный. А. Турх. Ск. и пред. 80. Акă туй та çакă туй, пысăк туй та пăсăк туй. IЬ. 19. Пырсан-пырсан макăраççĕ, пăсăк саспа кулянса. || Порча, недостаток, изъян. N. Хуçалăх пăсăкĕ. О сохр. здор. Çавăнпа та чăвашсен куç пăсăкĕ ытти халăхсеннинчен нумай. С. Айб. Çемьере пăсăксăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). Б. Олг. Ман ача пăсăка тохрĕ, йораллă полмарĕ (забраковали при наборе). || Лишний; лишне. N. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ мĕн тунă, вăл аван; мĕн калаçнă, вăл пăсăк мар (не лишне). Календ. 1903. Çĕр сахал çĕртен çĕнĕ çĕре кайни пăсăк ĕç мар. IЬ. 1906. Пит кирлĕ эмелсене ялпа пĕрлешсе илсен те пăсăк пулмĕччĕ. Чăв. й. пур. 31°. Хытă пулни те пăсăк мар, анчах пĕлсе, хисеплĕ хытă пулма кирлĕ. N. Эпĕ унта кайни пĕртте пăсăк пулмарĕ.