пăт-пат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подр. редкому накрапыванию дождя. ЧС. Кӳршĕ амăшĕ инçех те каяймарĕ, çăмăр пăт-пат ӳккеле пуçларĕ. Сред. Юм. Эпир киле çитечченех çăмăр пăт-пат ӳкме пуçларĕ. И. Афанасьев. Пирĕн пуçсем çине пăт-пат, пăт-пат çăмăр ӳке пуçларĕ. || Подр. стуку цепов при молотьбе. Изамб. Т. Ыраш çапнă чухне пăт-пат, пăт-пат тутараççĕ (стук цепов). || Подр. бессвязной речи. Çутт. II, 87. Юмахланă чух Ваççи пăт-пат сăмахсем перкелет... Çапла пакăлтаткаласан, ачасем шăп пулчĕç те, çăкăр кăшлама пуçларĕç. || Изредка. Яргуньк. Тыткалаççĕ (ловят) пăт-пат, сайра-хутра. Изванк. Ĕлĕк те аттесем вăхăтĕнче пирĕн яла мур пырса, нумай выльăх-чĕрĕлĕхе хирсе кайрĕ, ялта пăт-пат анчах тăрса юлнă. Чăв. ист. Пăт-пат йĕрĕсем анчах тăрса юлнă.