пăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пы̆х, пŏх), кал, испражнение (тюрк. бук). N. Пулас тиха пăхĕнчен паллă. (Послов.). || Навоз. N. Çимĕк иртсен вара, пăх тăкма пуçлаççĕ. N. Пирĕн хресчен хушшинче çула питĕ нумай ĕçсем пулаççĕ: суха тăваççĕ, пăх тăкаççĕ, утă çăлаççĕ, тыр выраççĕ. СТИК. Сана турттарса пыриччен, пĕр кĕреçе пăх хурăп та, итту усă пулĕ. (Говорят, когда мальчик просится ехать с отцом в поле пахать или жать). || Шлак. КС. Тимĕр пăхĕ, тăхлан пăхĕ, пăхăр пăхĕ. Альш. † Кив пăхăрăн пăхĕ çук, пирĕн тăвансен ӳпки çук. || Сера (в ушах). Изамб. Т. Хăлха пăхĕ. || Вред. Г. А. Отрыв. || Употребляется в чувашизмах. Изамб. Т. Сред. Юм. Мĕн, пăх полтăр-и ôнта пĕрех май. Что там есть, когда все время собирают (напр., грибы в лесу). IЬ. Пăхна шăршласа çӳретне мĕн конта? Что ты здесь шляешься; ничего ведь для тебя нет. IЬ. Пиччусĕне кайса чĕн-ха! — Пăх çи мар-и, кайса чĕн ху, кирлĕ полсан. Орау. Эсĕ пĕтĕмпех пăх пулнăччĕ ун чухне (был вдребезги пьяным). IЬ. Мур, çĕрĕк пăх пулса килчĕ те, паян кӳпчесе выртать ак (дрыхнет). IЬ. Атте, мĕн тăван? — Пăх тăвап. (Сердитый ответ на ненужный вопрос). IЬ. Ăна асăнмаллăх тăвăп-тăвăпах-ха хăçан та пулсан. — Пăх тăваятни эсĕ ăна, хăна тепре пĕçертĕ (отлупит). IЬ. Пăх калать-и вăл? (т. е. он ни черта не скажет). IЬ. Пăх çиен, ăçта сана унпа çыхланма. Тюрл. Мĕн пăх тăватна онпалан! Зачем это тебе. (На кой чорт это тебе). КС. Мĕн пăх укçи пур манăн (какие, чорт возьми, у меня деньги). Городище. Тырă сутма, кайса пăх хыпрăм. Поехал продавать хлеб и прогадал. N. Арăмĕ, старикĕ каланипе калах пăх хыпасран хăраса, çаврăна-çаврăна каят, тет. СТИК. Ав... пăх хыпса ăна иле пĕлмерĕм (каким-то дураком оказался, не сумел купить). IЬ. Пăх хыпан, разиня. IЬ. Пăхна çи (тебе ничего не будет от меня, убирайся лучше). Курм. Пăх çи, пăх сохал, ларах эппин. КС. Çыпăçан çав пăх çиянпа (с говняком), мĕн пĕлет вăл! IЬ. Пăх çи эппин (ну так), мĕн макăратăн, пĕрмаях. IЬ. Пĕрре ачи ашшĕне йĕрĕнтерчĕ, тет, пасартан карттус исе пар тесе, ашшĕ: ан пăх çисам, карттус валли укçа çтан тупан, тесе ятласа тăккăрĕ, тет. N. Улмуççи кутне тухса выртрăмăр пĕр çур сехет, пăх та илтмерĕмĕр. АПП. Эпир юрланине юратмасан, хăвăр çапла юрлăр, пăх хырăм. Ст. Чек. Пăх пит, бесстыжий человек. Сред. Юм. Эс те пăх ачи çиç, çавна та тăваймастăн. Называют подростка, когда он чего-нибудь не может сделать.