пĕрлештер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
объединить, соединить. N. Уйрăм хуçалăхсене пĕрлештертĕмĕр. || Сопоставить, сравнивать. Бес. чув. 7. Ун сăмахĕсене хăй чĕринчи шухăшпа пĕрлештерсе пăхнă та: ку çапла, ку тĕрĕс, урăхла пулмалла мар, урăхла пулас та çук! тенĕ вара. || Причислить нового покойника к прежним (в обряде) N. Тата тепĕр эрнерен вара пĕрлештерсе яратпăр, теççĕ. Ăна пĕрлештерсе яратпăр тенĕ чухне, хăйĕн çемйи кăна пулат. Ăна вара вак теççĕ; пашалу тăваççĕ те, масар çине пуç вĕçне (к изголовью умершего) тутăр татăкĕпе çыхса кайса пăрахаççĕ. Çула вилнине тата эрнерен кайса курăксене çăлаççĕ. N. Вара çтена çумне, ĕлĕкхи вилнĕ çынсем ячĕпе, унтан çĕнĕ виле ячĕпе «пĕрлештерме» çуртасем лартаççĕ, çĕнĕ вилене ĕлĕк хывнă çынсемпе пĕрле асăнса хываççĕ, хывнине тула тухса тăкаççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ, çапла вара çĕнĕ вилнĕ çынна ăсатса яраççĕ, ĕлĕк вилнĕ çынсемпе пĕрлештерсе яраççĕ, унтан кайран вара ăна ăрасна асăнса хывмаççĕ.