пĕтĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пэ̆дэ̆, пӧ̌д'ӧ̌), беременная, чреватая, стельная, жеребая, суягная, супоросая и т. д. N. Кучĕпе шăван, сăмсипе сывлан, пĕтти-хĕсĕррипе атьăр туя! (Клич на свадьбу). N. Ĕне те пĕтĕ халĕ. || В перен. знач. Шашкар. Çĕр пĕтĕ, земля беременна весною, до появления травки: «çĕре патакпа çапма йорамас, алтма, касма йорамас». ТХКА 34. Кăçал вăрман пĕтĕ пулĕ-ши, мăйăр-икел пулĕ-ши, тесе, арăмпа çавтăнса, пуплесе пыратпăр вăрманта. Шел. 86. Ушкăнĕпеле пĕтĕ кимсене шывран типпелле харăс туртаççĕ.