раманла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Янтик. Раманла выляс. Ку вăя çула урамра выляççĕ; у ак çапла: пĕри куçне хупăрласа пĕççине чарса тăрать, ыттисем кашни пĕрре е калпак, е картус ун хушшинчен хыçалалла ывтаççĕ. Пурте ывтса пĕтерсен, вара пĕççе чарса тăраканни ыттисем ывтнă япаласене ӳпеленсе шырама пуçлать. Камăнне малтан тупать, ăна кутне тăраттараççĕ (заставляют встать на четвереньки), камăнне иккĕмĕш тупать, ăна ик уринчен, ик аллинчен тăваттăн тытса, ун кучĕпе кутне тăратса выртаканнине кутран, миçе ача вылять, çавăн чул çапаççĕ.