ала-çи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ала-с̚’и, Изамб. Т. , Череп.), ала-çийĕ (ала с̚’иjэ̆, Ст. Чек.), excreta frumenti, quae, dum cribratur, emergunt, колосья и земля, которые во время подсевания выходят наверх. Ст. Чек. Кĕлетре, кĕрсенех, алăкăн сылтăм енче, урайĕнче, ала-çийĕ, çавăн çумĕнчи пӳлмере вара лайăх тырă. Как только войдешь в амбар, направо от двери, на полу, высевки, а рядом, в сусеке, хорошее жито. Ib. Ала-çине кĕлете урайне тăкаăччĕ; чăхсем, кĕлете кĕрсен, чистă тапса тустарнă. Высевки были высыпаны в амбаре на пол; куры забрались туда и все их расшвыряли.