арăм - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

арăм

(ары̆м), mulier, замужняя женщина. Ст. Тек. Çавăн чухне пĕр арăм урамра кăшкăрса йĕрсе çӳренине куртăм. Тогда я видел женщину, которая ходила по улице и плакала. Якей. Микколай арĕм (арэ̆м) пек ялта чипер арăм çок. Во всей деревне нет такой красивой бабы, как Николаева жена. Именево. Арăм çук-парăм çук, хуньăм çук-хуйхăм çук. Нет жены — нет и долгов, нет тестя — нет и забот. || Uxor. Также означает жену. Изамб. Т. 24°. Арăмăран (i. q. арăмран) хампа пĕрле ултă çулхи хĕр ача юлчĕ. При мне осталась от жены шестилетняя дочь. Якей. Старикăн ĕлĕкхи арăмĕнчен пĕр ачапа пĕр хĕр полнă. У старика было двое детей от прежней жены: сын и дочь. С.-Iанькина. † Икĕ çĕр манитпе мĕн тăван? — Икĕ арăм илмешкĕн. — Икĕ арăмпа мĕн тăван? — Пĕри вырăн сармашкăн, тепри ура салтмашкăн. На что тебе двести рублей? — Чтобы купить двух жен. — На что тебе две жены? — Одна — постилать постель, другая — разувать. Якей. † Пирн те килте арăм пор, масмак çок та сорпан çок. И у меня есть дома жена, но у нее нет ни масмака, ни сурбана, т. е. варли пор, есть любовница, подруга. Шорк. Манăн арăм тени халь те толта тăрать-ха. Моя женешка все еще на дворе стоит. Ст. Чек. Манăн аттен ĕлĕххи арăмĕнчен пĕр тетепе икĕ-акка пур. От прежней жены отца у меня есть один брат и две-сестры, все старше меня. Йăвăр çын арăм, беременная женщина. V. матка.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150