кан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кан), отдыхать. СЧУШ. Çĕрле çитĕпĕр, халĕ канас. Доедем ночью, а теперь надо отдохнуть? Альш. † Кăвакал чăмтăр — кӳл кантăр, кайăк хур вĕçтĕр — хир кантăр. Регули 680. Канмалли вырăн çок. Нет места для отдыха. Ib. 801. Канма (канмали) конта пре те çок. Ib. 46. Канмали çок. Шел. 78. Хăшĕ-хăшĕ канмалла (для отдыха) чĕлĕм туртса выртаççĕ. Ст. Яха-к. Леш çынни сăрине канса (с передышкой) ĕçсессĕн, ăна винават туса, татах виçĕ курка ирĕсĕрлетсе ĕçтереççĕ. Сред. Юм. Ах, тор, икĕ пăта ик çôхрăмкран çĕклесе килтĕм те, кана-кана арран (насилу) çĕклесе çитертĕм! Орау. Кунтан киле тавăрăнсан, лайăх выртса канап та-ха. Чипер турă канлĕхне парсан, çывăрас пат (= пулать), çывăрмасăр! || Успокоиться, удовлетвориться. N. † Ăна тытса чуп-тумасан, манăн чунăм канас çук (я не удовлетворюсь). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче çӳç кастартăм, ылтăн турисемпеле тураса. Ылтăн турапала пуç канни çук. N. † Çамрăк хурăн милкипе çапăнаймарăм каниччен. N. Питĕ лайăх пулчĕ: чунăм кансах кайрĕ. N. Питĕ кăмăллă турăм: чунĕ лăштăрах канса кайрĕ. КС. Ăш хыпнă çинчен виçĕ курка сăра ĕçрĕм те, чун кансах карĕ. N. Типĕ çăккăрпа ăш канмасть.