капла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(капла), этак, так, подобно этому. N. Капла иккен эсĕ, тара-тара таврăнма! А, так ты, назад бегать! Яргуньк. Ку каплаçха (а, вон он что!), чим-халĕ ăшĕ ку патша хĕрне, терĕ, тет, хал Иаан. СТИК. Каплипех (в этом виде) ун умне пырса тăма юрамĕ. Кан. Каплипеле пирĕн ĕç тухмасть. Так у нас дело не выйдет. Изамб. Т. Ку капла пулчĕ. Ĕç вăхăчĕ — пĕр лашапа пурăнмалла мар. Пазух. Эпир паян капла та (так), ыран тепле. Ib. Капла ӳсĕрлессе пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ манăн тухмашкăн. Юрк. Чăвашсем хушшинче апла-капла пулнине калаçмаççĕ-çке, ку мĕшĕн капла-ши? N. Капла пĕçернĕ çăкăр йӳнĕрех те, тутлăрах та пулать. Ст. Чек. Апла калаçмасан, капла çук (мĕн те пулин калаçмалла; калаçмасан, нимĕн те пулмас). Ib. Апла калаçмасан, капла калаçма çук, шухăшлама çук; капла тума çук, — ĕçлеме çук. (См. апла). N. Çынтан: вăл çапла та, ку капла, тесе, ан кулăр. БАБ. Эсир ăçта пыратăр капла? терĕ, тет, суха сухалакан. N. Ăçта каятăн капла? — Ăçта пулĕ-ха (куда придется). || Этакий.