карланк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

карланк

карланкă (карлан’гы̆), глотка, горло, пищевод. Ст. Чек. Цив. Карланк шыçать. Пухнет горло. СПВВ. ГЕ. Карланкă — пыр шăтăкĕ. Ib. Кун карланки тăранман-ха! теççĕ. Макка 211. Унтан карланкине пирпе çыхаççĕ (так!), аллине, сăмси шăтăкне, хăлхи шăтăкне, пурçăн чикеççĕ (покойнику). Собр. Вут çуркамĕ карланкине тăрăннă, тет (лешему — арçӳри). N. Карланкисем уçă тупăк пек. Ск. и пред. 19. Карланкипе харлатса, пырсан-пырсан, макăраççĕ. Сред. Юм. Карланк (карланка) тутлă çиет, çи-пуçа аван тăхнать (= тăхăнать), кăçта окçа полтăр! N. Ак вĕлерсе пăраххăрĕç; ĕмĕр карланкине тăрантараймарĕ, халь ĕнтĕ карланки тулчĕ пулĕ. (Гов. о пьянице) Юрк. Ăçта утатăн?.. Паллă, çакăнта (хупаха) юлашки укçупа карланкăна йĕпетмешкĕн! Ст. Чек. Карланкине тăрантараймас пуль ĕнтĕ! (Говорили раньше об охотнике пить на мирские деньги или пить вообще). Ib. Карланкине тăрантараймас, ял тăрăх чупса çӳрет! Жрать нечего, а бездельничает! || Горлан. Ст. Чек.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150