карта пăтти - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(поăττиы, пы̆ττиы), назв. моленья. Коракыш. Тата карта пăттисем тунă; пĕçерсен, хăйсем çиеччен, хĕрт-сурта парас тесе, кăмака çине (так!) пăрахнă. С. Алг. Спасибо Шĕкĕр турра, выльăха-чĕрлĕхе лайăх алла илтĕмĕр; виçĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн карта пăтти чӳклетпĕр. Çырлах, амин! Кĕсри хыççăн тихи чуптăр, ĕни хыççăн пăрушĕ чуптăр, сурăх хыççăн путекки чуптăр. Çырлах, амин! (Моленье). КАХ. Пирĕн выльăхсем пыйтланнăран, тата чипер тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр тесе, çӳллен выльăхсемшĕн карта пăтти чӳклеççĕ. Т. VI. 46. Кĕрхи сăра иртсен, карта пăтти чӳклеççĕ. Карта пăтти хыççăн вута мимĕр килĕшпе чӳклеççĕ; унтан шыва икĕ мимĕр чӳклеççĕ те, вăл йĕрке пĕтет вара. ЧС. Пĕрре анне карта пăтти пĕçерчĕ. Пăтта антарса куç хыврĕ. Ib. Вĕсем карта пăттине: выльăхсем вилсе ан пĕтчĕр, тесе, чӳклеççĕ. N. Тата карта пăтă (siс!) чӳклеççĕ: виçĕ тĕслĕ выльăхшăн картара чӳклеççĕ. Картана вут хураççĕ, пăттине лартаççĕ, виçĕ пашулу (так!) хураççĕ, виçĕ çӳхӳ хураççĕ. Унтан ĕçлĕкне хул-хушшине тытат, турра кĕлĕ тума тапратат: виçĕ тĕслĕ выльăха виçĕ картана хупма пар, турă. Тĕкĕнчен-çӳçĕнчен тӳлĕтĕр (чит. тӳлеттер), пăхăнчен самăрт. Пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ шăв хĕрĕнче пултăр. (Неясное слово) тур пар уна та. Вара пăттине ларса çеççĕ. Ст. Шаймурз. Карта пăтти те параттăмăр (приносили в жертву).