каç ларни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
посиденки. К.-Кушки. Праçник каç çамрăксем каç ларнисене курса çӳреççĕ. Накануне праздника молодежь ходит смотреть посиденки. Ib. Спас çитнĕпе хĕрсем пуçтарăнса каç ларма тытăнаççĕ. Тăваттăн-пиллĕкĕн пуçтарăнса, пĕр тăлăх арăм патне кайса, хваттир илеççĕ. Хваттиршĕн нумай тӳлемеççĕ: е хутма вутă параççĕ, е укçан тӳлеççĕ; краççинни каç ларакансен вара пулат. Каç ларма тĕттĕмленсен, каçхи апатсем тусан пуçтарăнççĕ. Малтан хĕрсем хăйсем анчах ĕçлесе лараççĕ, унтан арçын ачасем килеççĕ. Кĕсен ĕçленни (= ĕçленн) çук, иртĕнесси анчах. Чăнах, хăшĕ çăпата тума пыраççĕ, нумайĕшĕ вылякаласа анчах çӳреççĕ. Хĕрĕсем те арçын ачисем те каç ларни юррисем юрлаççĕ. Хăш чухне ачасем хушшинче купăс калакан тупăнат, вара çамрăксем ташша яраççĕ. Каç ларнă çĕрте çурçĕрччен ĕçлесе лараççĕ, унтан çывăрма выртаççĕ. Кăчуне арçын ачасем каç ларнă çĕртех çывăраççĕ; ĕлĕк умпек пулман, хĕрсен ашшĕ-амăшсем умпек-кумпек сăмах илтсен, хĕрĕсене каç ларма яман; халĕ ĕнтĕ хĕри-пăраçсем каччăсемпе вылянине нимĕн вырăнне те хумаççĕ, çамрăксем пĕр-пĕринпе часрах пĕрлешеççĕ. Миххайласем çитнĕпе каç ларма пăрахаççĕ.