кат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кат), подр. толчку, стуку, одеревенению. Орау. Чавсапала кат! перĕнтертĕм (задел локтем). Альш. Туйипелен кат-кат (так-так) пустарса пырат. Ib. Пăлтăр урайĕнчи пăра (лёд) кат-кат катаççĕ. Орау. Аркатас мар чейнĕке! Кат! тутартăм, хытă перĕнтертĕм. Сред. Юм. Кат! туса катлать сахăр. Ib. Кат хытнă, затвердел. Ib. Михри çăнăх хĕрсе кат хытнă кайнă. Якейк. Тĕлĕнсе: кат! хытса лартăм. Разинул рот от удивления. КС. Ир лайăхчĕ, кăнтăрла çитерехпе (около полудия) ал-урасам катах хытса ларчĕç: лараймастăп та, тăраймастăп та.