кил - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.