куйкăрăш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(куjы̆ры̆ш), сказочная птичка, обогащаюшая человека. Хурамал. Куйкăрăш пек тултать (о воре: не попадается) Ib. Куйкăрăш илешрĕ пулĕ кунта, çав тултать пулĕ (когда все в доме пропадает). Н. Седяк. «Куйкăрăш, алпастă — бес». СПВВ. ИА. «Куйкăрăш пăрахса кайрĕ те, ырă пурăнăç хĕсĕнчĕ». — Чăвашсем телейлĕ килте çынна пуйтаракан кайăк пур, теççĕ. Вăлсем çав кайăка куйкăраш, теççĕ. Чăвашсем 17. Çынна пуйтараканни куйкăрăш пулат, тет, анчах вăл пит сайра çĕрте пулат, тет. Чыслă, йăваш, тирпейлĕ, вăрçăсăр килте анчах пулат, тет. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. Куйкăрăш вăл хăй пит пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк, тет; вăл чипер тирпейлĕ килте пулсан, пит пултарат, тет, вара. Вăл япала тултат, тет: укçа килчĕ — укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. Вăл хăй пĕчĕкçĕ пулин те, выйлă, тет, пит. Вăл куйкăрăш пырса ернĕ кил пит чиксĕр пуйса каят, тет, вара. Анчах вăл вăрçа пĕрте юратмаст, тет. Вăл пупленĕ чут ытлашши сăмах калаçма та юратмаст, тет. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кашт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах, вăл вара хăй пуйтарнисене каялла тулта пуçласан, вара пĕр япала та хăвармаст, тет. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăват, тет; ĕлĕххинчен те усал, тет, вара. Ăна, пуйса çитсен, маларах сисме кирлĕ, тет; маларах сиссен, хăйне пĕрте систермесĕр, тытса пусма кирлĕ, тет. Мехер пусас тесе шухăшланине те пĕлет, тет, вăл. Вăл куйкăрăш пĕчикçĕ çерçи пек анчах, тет. Шурăлă-хĕрлĕ чăпар, тет. Вăл куйкăраш автан çăмартинчен пулат, тет. Автан çичĕ çула çитсен, çăмарта тăват, тет, виçĕ çăмарта анчах. Вăл çăмартасене чăхă айне хурса кăларсан вара, пĕр çăмартинчен йытă, тĕпринчен çĕлен, тепринчен куйкăрăш пулат, тет. Чиерех çынсем çавна ӳстерсе тăваççĕ, тет. Ăна вара апат вир пăтти анчак кирлĕ, тет, урăх япала нимĕн те çимест, тет, вăл. Слакбаш. Куйкăрăш — «ду , привязывающийся к обоим полам». || Змея из яйца птицы?). Тюрл. || СПВВ. Т. Куйкăрăш лăпкă çын тенни (= тени) пулат.