коккăль - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(коккы̆л’), 'куккăль', пирог. В. Олг. Шорк. Коккăль, коккăльăм, коклю («коклюна» или «коккăльна»), кокли (или «коккăлĕ»), коклине (или «коккăльне»). Остальные формы образуются от форм «коклю или «кокли». Якейк. Коккăльне, коклине, коклин (тверд, н), коклинчен (коккăлĕнчен), коккăльна (и «коклюна»), коклюнтан (коккăльăнтан). Ib. Коккăль кăмакаран анчах кăлартăм, çатни? Вомбу-к. Çырла кокли — хăмла çырлинчен, хорлăхантан, мот-çырлинчен (?) В. Олг. Коккăль сăмси. Курм. Пĕр кăмакара пăрнă сорăх выртĕ. (Коккăль). || Кукиш. Орау. Куккăль ту, показать кукиш? См. кукăль,куклĕ, кукли.