Купир - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кубир, кубир), губернский город. Кăмак-к. Ку ял купир (-ир) лапах! Эта деревня — настоящий губ. г. N. Алекçи çурчĕ купир пак: купир çинчен пăхсан та, курăнать. Орбаш. Асли пĕр купире çитсе кĕчĕ те, пĕр çын та çук, шатах чул кĕлетке пулса выртнă (обращены в каменные статуи). Н. Сунар. Кайсан кайсан, çав патша каласа янă купира çитнĕ. Якейк. † Çынсен варлисам орам орлă, пирн варлисам купир орлă: ĕмĕрте те корас çок. Панклеи. † Çичĕ çĕр килли (в 700 дворов) пирн Пантли, купир полас сасси пор.