кура - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
смотря на; из-за; по причине; соответственно. N. Тен, эсир аван вырнаçсан (устроитесь на новом месте), сире кура тата ыттисем пырĕç. Орау. Ăна, пĕчĕккĕ тесе, ан кала эсĕ, вăл хăне кура мар. Ib. Усалăн кăмăлĕ те питне-куçне кура. У него, негодяя, и характер в рожу (т. е. соответствует его внешности). Ib. Хăй, хăне кура мар, шăрчăк пек чăлт-чăлт анчах сикет. Петушится не по достоинству своему, хотя сам — ничтожество. N. Çулне кура мар пысăк. Велик (телом) не по годам. Хăй çулне кура мар ăслă. Умён не по летам. N. Пĕр-пĕрне кура мар. Чубаево. Пĕр вăхăтра, хам аптратнине кура, атте пĕрре çапла каларĕ: школа кайса пăхас пуль, Виктăра хут вĕрентме леçес. Юрк. Калама та çук, хăваттирĕм хакне кура (по ее цене) пит аван. ТММ. Кил йышне кура пыран çын. Изамб. Т. Пуçне кура (соответственно) китăн (у кита) çăварĕ те пит пысăк. Ст. Чек. Хăна кура мар йывăç аван! Не по себе дерево клонишь! (о женитьбе). Ib. Кăмăлне кура телейĕ. По характеру и счастье. (Послов.). Н. Кунаш. † Ким чече, ким чече, киле кура пĕр кура... еtс. Бишб. Кăвакал кӳллине кура (соображаясь с глубиною озера) чăмат. Чураль-к. Хытă пăтă çимĕтĕм, çывне кура (из-за масла) çиетĕп. Микушк. † Укăльча тулашĕнчи лас хурăн («кудрявая старая береза»), ласне кура пас тытнă; пирĕн пек çамрăк ачасене йăвашне кура (вследствие их смиренства), çын çиет (про них сплетничают).