ӳркен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-гэн,-г'эн, Пшкрт. ӧрҕӓн), лениться. Хыпар N. 12, 1906. Вĕренме ӳркенетпĕр, вĕренме! Ленимся учиться. Изамб. Т. Ача пăхассинчен ӳркенмест ул, унăн кипкисене çăвасси килмест. Что касается ухода за ребенком, ― она не ленится, но только ей не хочется стирать пеленки. Ст. Шаймурз. Раштав вăхăтĕнче, кăш канмалли вăхăтра, кăсем каллах çыру ĕçне ĕçлесçĕ. Епле кăсем ӳркене пĕлмеççĕ! || N. Вăл пурăнма ӳркеннĕ (говорят, если умер кто-нибудь). Зап. ВНО. Вăл пурăнма ӳркенчĕ (умер).