ӳсĕрĕл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пьянеть. Трхбл. Икĕ пуслăх ĕçнĕ, çичĕ пуслăх ӳсĕрĕлнĕ. На две копейки выпил, на семь опьянел (т. е. выпил немного, а начал скандалить). Изамб. Т. Туй халăхсем ӳсрĕлменнипе шăппăн лараççĕ. Свадебные гости, не будучи в опьянении, сидят тихо. Юрк. Вăл чĕнсе ĕçтере пĕлмесен те, киле тавăрăнсан, иксĕмĕр питĕ хытă-кăна ĕççе ӳсĕрĕлер... Сред. Юм. Ӳсĕрлсен, хăнклапа таракан та укçан курăнать, тесе ӳсĕрлсен, çын темшĕн те мухтанать, тесе, калассине калаççĕ. Ч.С. Пумелккере пĕр ӳсĕрлмен çын та кураймăн, пурте ӳсрисемпе пӳртре çапкаланса çуреççĕ. || Говорится и об осыпающихся зернах созревших злаков. Торп-к. Какарин та макарин, ыранпа паян килмесен каяп та ӳкетĕп. (Загадка: урпа, ӳсĕрĕлнĕ урпа).