ăв - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тереть, растирать, мять. Н.И.П. Кантăр пуçĕнчен вăррине йăваласа е сăтăрса илсен, вăл пит çӳпĕлĕ пулат; ăна ывăç синче ăвсан, вĕрсессĕн, çӳппи вĕççе кайса, вăрри тасалса юлат. Шел. II. 39. Кăкрисене ăваççĕ, пуçĕсене ухаççе. || Бить, хлестать. СТИК. Ай-ай, хытă ăврĕ кăна ашшĕ шĕвĕ хулăпа (отхлестал). || Начерт. 178. Ăв, молоть табак. Ст. Чек. Ăвнă тапак, нюхательный табак. Ib. Ăвнă тапак ― алăпа йăваланă е тӳнĕ (толченый) тапак. Ib. Куçĕсене ăвнă тапакпа сапнă. Глаза засыпали нюхательным табаком.