ăншăрт-курăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
или ăншăрт-курăкĕ, назв. растения. Ст. Чек. Ăншăрт курăкĕ: вар ыратнăран вĕретсе ĕçеççĕ. СПВВ. Х. Ăншăрт курăк, трава от сглазу. Хурамал. Ăншăрт курăкĕ. Ăш ыратсан, пуç ыратсан, çавна, вĕретсе, ĕçеççĕ. Adonis (vernalis?). Сред. Юм. Ăншăрт кȏрăк. Кашк. Ăншăрт-курăк(-ы̆к), то же, что у др. хаяр-çырли. Сред. Юм. Ăншăрт ӳксен, çиекен çинçе корăк (вĕтĕ тȏналлă, çӳлĕçлĕ, вĕтĕ вăрăлă корăк). СПВВ. ИА. Ăншăрт — çил ӳксен, ăншăрт курăкне ĕçме хушаççĕ. Букв. 1904. Тин ешерекен çемçе курăк çинче ахах евĕрлĕ ăншăрт курăкĕ шăтса тухрĕ.