ĕмĕл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ӧ̌мӧ̌л, э˜мэ˜л), тень. Шурăм-п. № 20. Амăшĕ вара ăна урапа ĕмĕлне кайса выртма хушрĕ. Тогда мать его велела ему идти и лечь в тени телеги. IЬ. Кил-хушшинче йăвăç та пит нумай; çулла пурăнма аван: йăвăç ĕмĕлĕ нихăçан та татăлмасть. Среди двора много деревьев; хорошо жить летом: всегда есть тень от деревьев. IЬ. Кĕлтесемпе ĕмĕл туса, канма выртрĕç. Устроив из снопов тень, улеглись отдохнуть. В. Олг. Йӳç ĕмĕлне кĕрсе тăр. Пшкрт. jӳс э̆мэ̆лн'ӓ кэ̆рзӓ выртры̆м. Я лег в тени деревьев.