ĕне турри - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. обряда по случаю новотела. Ĕлĕк ваттисем ĕне турри тунă. Малтанхи (пăруланă хыççăн) çăва ӳкерсен, вир пăтти пĕçернĕ; хуранне антарса лартсан, çу ярса, куç хывнă; унтан сĕтел çине лартнă; сĕтелне алăк патнерех лартса, йĕри-тавра тăрса, чӳкленĕ те, тин, тирĕк çине антарса, çинĕ вара. Хурамал. Ĕне пăруласассăн, ĕне ырри тусан кайран, ĕнин хăйĕн сĕчĕпе пăтă пĕçереççĕ; пăтти çине хăйĕн çуне ярса, чӳклеççĕ те, çияççĕ; кӳршисене пухаççĕ вара: ĕне турри, тесе.