ĕнселе - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-л'э), дать по затылку, побить по затылку, надавать подзатыльников; выгнать в шею; побить. Демидов. Ăна кантăртан ĕнселесе кăларса янă. Из волостного правления его выгнали в шею. Цив. Ĕнселе, бить по затылку. КС. Ăна паян халăх çинче лайăх ĕнселерĕç. Сегодня его здорово побили на сходе. Орау. Ачана пĕр иккĕ ĕнселерĕм те, лашине пăрахах тарчĕ. Çапла тыр çине яраççи (= яраççĕ-и) лашана, мур? Я дал мальчишке раза два по затылку, и он удрал — и лошадь бросил. Разве, чорт возьми, так пускают лошадь в хлеб?