ян - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jан), подр. далеко раздающемуся звону или гулу. Хурамал. Янтăракан япалана çапсассăн: ян! туса кайрĕ, теççĕ. N. Чăпар куккук сасси вăрманта янах каять. Ч.П. Икĕ куккук авăтат, аслă улăха ян ярат. Баран. 85. Çеçен хир ян каять. Ир. Сывл. 5. Кĕвве туртса яв! ярса, ĕçе васкарĕ çĕн вăйпа. Сунчел. † Эпĕ килетĕп асăнса, шăнкăрав пак сассăмпа аслă урама ян ярса. Альш. Вăрмана ян çураççĕ (оглашают, шапасем). КС. † Ярăслав хĕрĕ çамрăк хĕр, сасси унăн ян илтĕнет. (Перевод «Плача Ярославны»). Турх. Тăри сасси çӳлте ян-ян каять. IЬ. Унăн сасси (его вой) вăрмана ян кайнă. Ч.К. Хула пек çурчĕсем (их дом) ян янăрарĕ (от свиста). Сказки и пред. чув. 68. Кайăк юрри, çын сасси ян-ян ярать таврана. Собр. Хăни килет мăшрипе (мăшăрĕпе), аслă пӳрте ян ярат. Ч.П. Килет, ларать, юрă юрлать, хуралтă тăррине ян ярать (курак). Пазух. Сатра шăпчăк ян ярать; вăл сирĕншĕн юрламас ть; тепĕр шăпчăка йăхăрса, хытăран хытă юрла ть вăл. N. † Курак килет мăшăрпе; йăва çине ларсан, аслă яла ян ярать. Ау 242°. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ч.П. Мерчен куçлă куккук авăтнипе хура вăрман çине ян каять (ясно, отчетливо отдается). Так и у КС. Ясный (о погоде). Беляева. Янах (ян+ах) уяр, См. янкăр, шанкăр.