ярханах - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jарhанах), не завязывающий завязок на вороту рубахи. Хурамал. Пыр-çыххине çыхмасăр çӳрекене ярханах тесе калаççĕ. N. Ярханах çӳрет. Сред. Юм. Ярханах = ярханай, кăкăр ȏмне тӳмелемесер çӳрекен çын. СТИК. Ярханах тесе, кĕпи тӳммине тӳммелемесĕр çӳрекене калаççĕ. Кĕпе тӳммине тӳммелемен, темле çын маси каят; илемсĕр, тирпейсĕр, çара мăйлă пулса каят. Ярханах, тесе, каласан та, ман куç умне çавăн пек тӳммине янă, пуçне тăратнă çын килсе тăрат (представляется). || Неряшливый. Мереш-поç, Шалча. Ст. Чек. «Ярханах= распущенный». IЬ. Тирпейлен, ярханах! (с раскрытым воротом). || Шорк. Ярханах — место между шеей и грудью.