еç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jэс), относить, сносить, приводить, свозить, отвезти. См. леç. Ходар. КС. Пшкрт. jӓс, относить. СПВВ. Еçрĕ, вм. леçрĕ. Б. Яныши. Салтакĕ йăттине çывăха еçмеçт, тет. Чураль-к. Ама-çурине салтаксам патне еçсе яни. (Сказка). Якейк. Эп Йăкраха (jы̆граhа) икĕ вос ыраш еççе прахрăм. Я отвез на мельницу, называемую «Йăкрах», два воза ржи. Регули 621. Хăш он вали хатĕрленине (ойăрнине) еççе пар. То, что приготовлено (отобрано) для него, снеси. Коракăш. Çавăнта çитиччен еççе хăварха. Отвези-ка до такого-то места. Хыпар № 9, 1906. Яшкине пĕр тăм чашкăпа еçе-еçе панă (относили).