йыш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jыш), хозяин. К.-Кушки. Çав çĕр йышĕ вилнĕ. Собр. Вăкăр йышне пуçĕ çук, теççĕ. (Послов.). Янш.-Норв. Вăл укçасене (принесенные людьми, больными глазами и чирьями, для умилостивления духа) кĕлет йышĕ пуçтарать те, кашни уйăхра тен (= тенĕ) пекех, тӳркĕллине чӳк тăват (духу тӳркĕлли, живущему в клети). Хурамал. Хăна-кил йыши ăна ыраш пăтти пĕçерсе çитернĕ. Собр. Йытти йышне палламасть, теççĕ. (Послов.). N. Йыши йыттине палламан пек пулат, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Тăрансан, йытти йышне тапăнат, теççĕ. (Послов.). Изамб. Т. Ку лаша йышĕ паллă мар. || Жених. Изамб. Т. Йыш тухĕ-ха. Жених найдется. IЬ. Старик (муж) вилсен, киле кӳртес, тесе, калаçтаркаларăм та, йыш тупăнмарĕ (не нашлось жениха). || Муж. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ йыш çинчен шухăшлама та çылăх: ватăлтăм ĕнтĕ. Хĕрĕхе пусап та... Теперь уж грех и думать о муже ― состарилась, мне уж сороковой год.