юр-вар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
кушанье: мясо, турăх, уйран, сĕт, чăкăт. А. Турх. Сред. Юм. Юр-вар, приварок; всякого рода провизия, кроме хлеба. Шалча. Йор-вар, приправа. IЬ. Йорвар ― аш, какай. N. Çак карчăкпа хĕр праçнике юрвар илнĕ, тата ĕне те илнĕ. Сред. Юм. Юр-вар ямасан, яшкан мĕн тути пȏлтăр онăн! Хурамал. Юр-вар (какай). Тюрл. Кăçал ĕне пăруламарĕ, йор-вар çок (= сĕт-торăх çок). Шибач. Йор-варсам пор-и? Пшкрт. Йор-вар пор-и? Чуратч. Ваçкă калах çăнăхне исе килнĕ: йор-вар çок, тесе, калать, тет. Хуçи, киле кайса, пуснă сысна исе пычĕ, тет. СПВВ. «Юр, вар, продукты; ĕне юр-варĕ». Хорачка. Йор-вар (= аш, кĕрпе-туар) полсан, апат тума полат. СПВВ. Х. Юр-вар ― провизия. СТИК. Ĕне юр-варĕ чист тыткаланса пĕтрĕ (вышло, израсходовано мало-по-малу). СЧУШ. Çынсем пурте савăннă, пурте хăйсем валли юр-вар илнĕ, çак карчăкпа хĕрĕн анчах нимĕнпе илмелли пулман. Истор. Хăйсен юр-вар çуккисем кӳршисенчен вăрттăн та пулин илсе пăхса янă (угощали гостя).