лав - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
воз; подвода. См. ăлав. Изамб. Т. Пĕрре çапла манăн сар лаша лавĕ сулăнка кайрĕ. Ib. Хĕр япали лавĕ, воз с приданым невесты. Чуратч. Ц. Ĕçтерсе çитерсен, пĕр лав çăнăх парса ăсатса ячĕç, тет. Ib. Вара, вăсене лав çине тĕяса, шăналăкпа çыхса, лашисене кăларса ячĕç, тет. Тогаево. Вăлсене те илме лавсем килнĕ (приехали подводы). Орау. Лав çинчен (с воза) илес, унта йӳнĕрех, ахаль çĕртре, лапкасенче хаклă ыйтаççĕ. Тет. Лаву çине ларт-ха! Посади-ка меня на воз! (воз был с хворостом). СКАЗЗ 48. Икĕ лав çулпа килеç. Проезжали той дорогой две подводы. N. Пĕр лав утă илсе кил. Привези воз сена. Кан. Лав шыракан кашни кунах пур. Каждый день бывают люди, ищущие подводы (ямщика). Ib. Лав хакне калама çук хăпартса янă (страшно подняли цену за провоз). Сам. 75. Ирĕксерех ахлатса лавĕ умпе (= умĕпе) пымалла. Конст. чăв. Ирхине тăрсанах, япаласене тинĕс хĕрне турттарса кайма лав тытрăмăр (наняли подводу). Турх. Унта вăл пĕр пысăк лав вут каснă (дрова). N. Ула лаша лавра. ТММ. Начар арман лава нумай тытат. N. Виçĕ пăтлă миххине лав çине илсе хурсан, кайăпăр. Капк. Лава пынă çынсем те, ним тума аптăраса, ятлаçаççĕ. Ӳсĕрсене кĕтесшĕн мар. Кан. Выçлăх çул. Элĕкрен виçĕ лав сĕлĕ турттарса килчĕ. Ib. Тухса çӳреме пирĕн лашасем çук; ялсенче лавсем памаççĕ (не дают подвод). || Мирская подводная повинность. Сред. Юм. Лав картни, отметка об исполнении общественной подводной повинности. Икково. Лашасам порте лавра. Все лошади в разгоне.