лакăштат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
хлябать; шлепать. Ст. Чек. Ав ашшĕ аттине тăхăннă та, лакăштатса çӳрет (шлёпает). Халапсем 29. Çĕтĕк кĕпе-йĕмсемпе, çĕтĕк аттисемпе çул тарăх çав лакăштатса утса пырать. ЧС. Унтан ахлаткаласа тăтăм, йĕлтĕре (лыжи) йăтса киле макра-макра лакăштататăп. Сред. Юм. Пŏшă калуш лакăштатса пырать (хлябают). КС. Уксак çын лакăштатса чупать. ЧС. Эй ачам, ачам! мана нумай пулăшса пурăнтăн; шыв кирлĕ пулсан, кӳрсе параттăн; халĕ интĕ никама та хушма çук, яланах хамăн лакаштатас пулать (придется шлёпать, т. е. ходить).