ламппă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ламппы̆), лампа. Якейк. Кайнă чох ламппă сӳнтерсе хвар (чаще скажут: хăй сӳнтерсе хвар). Ст. Чек. Ламппăран тухнă тĕтĕм (или: хăрăм) пĕтĕм пӳрте сарăлчĕ. Ирч-к. Ламппă решотки (горелка), трупи (стекло), ламппă хăйӳ (так! — фитиль). КС. Ламппă ( светильня, фитиль). Череп. Ламппă тимĕрĕ, горизонтальный круг над лампой. Ст. Чек. Ламппă питлĕхĕ, горизонтальный круг (рефлектор) для лампы, висящей на потолке. Кожар. Пĕр отма-çолпа кайрĕ те, çатрака пустаркаласа кайнăран кайрĕ те, пĕр ламппа çутти пур (виднеется свет лампы). Ст. Чек. Ламппа хăпарт. Прибавь света (в лампе). См. краççын.