лапсăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подр. движению лохматого предмета. СТИК. Вăрманта пĕр йывăçа касса ятăм та, вăл лапсăрр! персе анчĕ. („Выражает шум при падении большого дерева с листьями“). || Подр. косматости. Шурăм-п. Çирĕм-вăтăршар сурăх çăмĕсемпе лапсăр-лапсăр тутарса çеç çӳреççĕ. || Подр. слабости. Орау. Пĕр пирус (папиросу) туртрăм та, пĕтĕмпе лапсăрах ячĕ (почувствовал полнейшее расслабление). Ст. Чек. Лапсăрах кайрĕ, ывăнса (чувствует себя вялым). || Косматый. Тайба-Т. † Лапсăр-лапсăр сĕлĕ кĕлти пек, пирĕн йысна мар-ши çав? Тайба (б. Буин. у.) † Лапсăр-лапсăр лаççăм пур, лаç хыçĕнче çӳпçем пур, сакăр мăшăр саррăм пур.