лапшака - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лапшага), плоский. Якейк. Ку çорт тăрри (крыша) ытла лапшака полнă (= сарлака тăрăллă пӳрт). Ib. Йăван арăм лапшака клеткеллĕ (= сарлака, чăмăр мар, çи-пӳç та япăх). Абаш. Лапшака = сарлака, чăмăр мар (отрицательное качество). Ib. Лапшака тоталлă. Якейк. Лапшака клеткеллĕ çын = сарлака, но çӳхе çын. Ib. Лапшака чашкă = сарлака, тарăн мар чашкă. || Тюрл. Лапшака, слабый (человек). Абаш. Лапшака, неряшливый, нечистоплотный. || Брань. Хурамал. Ĕ, лапшака! теççе хăйне хăй пуçтарăнаймасăр çӳрекене. = Аляповатый. (Так в Чебокс. р.)