лекĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(л’эг’э̆р), врач, доктор, фельдшер; оспопрививатель. Шибач. Лекĕр – чăваш, хол касать (прививает оспу). ЧС. Виçĕ кун иртсессĕн, пирĕн яла, çав хĕре касса пăхма (вскрывать) икĕ лекĕр пычĕç. Сред. Юм. Лекĕр, лекарь. Вишн. Лекĕрсем те чирлĕ çынсене ахаль шыв ĕçме хушмаççĕ, вĕретнĕ, сивĕннĕ шыва анчах ĕçме хушаççĕ. N. Ман пата пĕр лекĕр килчĕ. Сред. Юм. Лекĕре кайнă. Пошёл в больницу. || СПВВ. МС. Лекĕр — пустуй калаçакан çын.