лăп - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тихий, спокойный; тихо, спокойно. Сунт. Халĕ ĕнтĕ лăп çил вĕрет, хĕл сиввине çĕмĕрет. Янтик. † Улма-йывăçĕсем лăс кăна, эпирех ĕçер-хе лăп кăна. Икково. Çанталăк лăп полчĕ (лăпланчĕ). Стало совсем тихо (о погоде). Ст. Чек. Аслă ăрам лăп пулать. Дик. леб. 36. Тинĕс те, епле лăп пулсан та, хĕрринчи шыв çăмăллăн хумханса тăни яланах паллă унта. Образцы. Мерчен куçлă куккук вĕçсе кайсан, ылттăн лăслă чăрăш лăп пулать. N. † Улма-йывăç ларат лăп кăна, унăн, ах, çулçисем лăс кăна. N. Çил чарăннă та, çанталăк лăпах пулнă. ТХКА 105. Ман ăш-чик лăпах пулчĕ. ПВЧ 129. Ял-йыш та хошши лăп полтăрччĕ.