лăстăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лы̆сты̆р), подр. отряхиванию. НТЧ. Хурĕ (гусь) вара лăстăр-лăстăр! силленсессĕнех, пур çемйи те: аслă кĕлĕ юратса илчĕ ĕнтĕ, тесе, ӳксе пуççапать. Ст. Чек. Лăстăр-лăстăр силленет (тăпралансан, мĕн тусан). ЧС. Така лăстăр-лăстăр! силленчĕ те, чӳклекен: çырлахах! çырлахах! тесе тăрать. Тюрл. Çăмăр полас чоне (перед дождем) кайăксĕм лăстăр-лăстăр! силленеççĕ. Кушакта автан. 18. Юр юрласа, çупăрласа, (ласково гладя рукой), лăстăр-лăстăр силлесе, ачашлаймăп ачана. Шел. 78. Пăчăхнипе пуçсене лăстăр-лăстăр силлеççĕ. || Подр. тихому падению дождя или снега. N. Лăстăр-лăстăр юр çăвать. См. лăс.