лăштăрт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лы̆шты̆рт), подр. бегу усталого ребёнка. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм ыра (= ывăна) пуçласан, амăшсĕм хыççăн лăштăрт-лăштăрт! туса чупаççĕ. || Подр. отрывистому обрушемию. КС. Çырал (берег) лăштăрт! ишĕлчĕ. || Подр. ослаблению. Кан. Лăштăртах пушанса кайрĕ. || Прдр. опусканию от слабости. Кан. Çакна кура, Кирле пичче... Çемçелсе кайрĕ. Тулнă ăш-чик ырашĕ трук юхса тухнă мих пек (как мешок) пушанса, лăштăрт! анса ларчĕ.