марлин - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(-л’ин), то же, что „мар пулин“. Синьял. † Пукаш çырми çичĕ çырма; çиччĕ марлин, çитмĕл пулсан та, эпир каçса çӳрес çук. Хамăр ял ачи çичĕ ача; çиччĕ марлин, çитмĕл пулсан та, эпир кайса савнас çук. N. Паян марлин, ыран (не сегодня — завтра) тенĕ пек, унта каймалли çынсене суйлас пулать. Орау. Пĕри марлин пĕри пырăр хут. Хоть который-нибудь из вас, но приходите (пусть придёт хоть един из вас). Кипулăх. Отмăл çохрăмран каярах марлин.